Тӑвай тӑрӑхӗнчи фермер грант укҫипе форель ӗрчетме пуҫланӑ 

Паян "Агростартап" гранта тивӗҫес текенсенчен документсене йышӑнмалли юлашки кун. Пирӗн республикӑра ӑна пӗрремӗш илекенӗсенчен пӗри - Тӑвай районӗнчи Евгений Новиков фермер. 

Эпир ҫитнӗ чухне хуҫалӑхра ӗҫ вӗрет. Рабочисем шыври чӗр чунсем валли ҫуртсем ӑсталаҫҫӗ, Евгений Новиков вара пулӑсене апат парас тесе ӑшталанать. Тӑватӑ бассейнра 19 пине яхӑн ӑркай – форель ҫитӗнет. Евгений Новиков виҫӗ ҫул каялла ӗҫе пуҫӑннӑ. Тахҫан ферма пулнӑ вырӑна йӗркене кӗртме пуҫланӑ вӑл. Пулӑ ӗрчетме халӗ кунта мӗн кирли йӑлтах пур. Бассейнри шыва насуспа уҫласа хӑвалаҫҫӗ, тасатаҫҫӗ, кислородпа пуянлатса тӑраҫҫӗ. Ӑркай сивӗ те таса шыва килӗштерет. Ҫакна шута илсе хуҫалӑх юнашарах скважина чавнӑ. Пулӑ ҫитӗнтересси пӗрре те ҫӑмӑл ӗҫ мар. Ӑна та вӑхӑтра апатлантармалла, чир-чӗр ҫулӑхасран асӑрхаса тӑмалла - шыва янипе ҫеҫ пулмасть, - тет Евгений Новиков. Сӑмах май, хӑй вӑл ҫак ĕçе ятарласа вӗреннӗ. Ача чухнех пулла ҫӳреме юратнӑ Евгений Геннадьевич. Пенсие тухсан вара çар çыннин пулă ĕрчетме вӑхӑт тупӑннӑ. Ал-ура ҫавӑрса яма "Агростартап" грант пулӑшнӑ. Ял хуҫалӑх министерстви ирттерекен конкурса хутшӑнса Евгений Новиков 2 миллион тенке яхӑн ҫӗнсе илнӗ. 

Екатерина Фомина, Виктор Степанов