Салтаксене пулӑшас ӗҫе Чутей ялӗнчи хастарсем пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче пикеннӗ. Вӗсем эрнере 5 кун 4-шар сехет Культура ҫуртӗнче ирттереҫҫӗ. Вӗсенчен чи асли - 75 ҫула кайнӑ Лидия Куклова.
Кунта тӗрлӗ калӑпӑшлӑ хӳтӗлев каррисем ҫыхаҫҫӗ. Паянхи куна 60 хатӗр ӑсталанӑ. Вӗсенчен чи пысӑкки - тӑршшӗпе 16, сарлакӑшӗпе 3 метр. Эпир ҫитнӗ вӑхӑтра та хӗрӳ ӗҫ пыратчӗ. Ӗҫленӗ вӑхӑтрах хӗрарӑмсем час-часах юрӑ шӑрантарса кӑмӑлӗсене ҫӗклеҫҫӗ.
Унсӑр пуҫне хастарсем окопра усӑ куракан ҫуртасем те тӑваҫҫӗ. Вӗсен шучӗ 300 яхӑн ҫывхарать. Сӑмахран, пысӑк банкӑри 18 сехете яхӑн ҫунма пултарать. Ҫавӑн пекех кӑвайт чӗртме пулӑшакан ҫуртасем те тӑваҫҫӗ. Ӑна шӑрпӑкпа парафинран ӑсталаҫҫӗ. Хальлӗхе пурӗ 2 пине яхӑн тунӑ. Шлем ҫине тӑхӑнмалли хӳтӗлевсем тата маскировка тум-тирӗ те ҫӗлеҫҫӗ.
Тӗмерти хастарсене хавхалантараканӗ - Мария Жилкина. Унӑн мӑшӑрӗ ҫар ҫынни. Вӗсем ҫемйипе Мурманск тӑрӑхӗнче пурӑнаҫҫӗ. Ятарлӑ ҫар операци пуҫлансан мӑшӑрӗ те салтаксен ретне тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра хӳтӗлевҫӗсене пулӑшас шухӑш ҫуралнӑ та. Чи малтан Мурманск тӑрӑхӗнче пикеннӗ ҫак ӗҫе. Ҫуллахи вӑхӑтра мӑшӑрӗн тӑван ялне канма килсен кунта та йӗркелеме шутланӑ. Тӗмерсем ку шухӑша ырласа йышӑннӑ.
Клуб кивӗ пулни те, хӗлле унта ӑшах марри те хӗрарӑмсене хӑратмасть. Кам хӳтӗлев карри ҫыхать, кам ун валли пусма касать, теприсем типӗ душ ӑсталаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем госпитальсем валли губкӑсем тӑваҫҫӗ. Пурин валли те ӗҫ ҫитет.
Хӳтӗлев карри валли хӑюсем касмалли хатӗре те ялта пурӑнакан ӑсталаса панӑ. Унпа чылай меллӗрех пулнине палӑртаҫҫӗ. Типӗ душ та ҫар ҫыннисене ҫӑмӑллӑх кӳрет. Чылай чухне малти ретре ҫӑвӑнмалли майсем ҫукрах. Ун пек чухне гигиена хутаҫҫи питӗ вырӑнлӑ. Пӗрне ӑсталама 50 миллилитр шыв каять.
Материалсене ял халӑхӗ пуҫтарнӑ укҫапа туянаҫҫӗ. Ӑсатма вара волонтерсем урлӑ парса яраҫҫӗ. Мария Жилкина сӑмахӗпе ӑсталанӑ япаласен шутне малтан астуса тӑнӑ, вӑхӑт иртсен шутлама та пӑрахнӑ.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров