Тӑвай районӗнчи Ямпулат ялӗнчи йытӑ интернет ҫӑлтӑрӗ пулса тӑчӗ

Шарик ятлӑскер шарласа юхакан ҫурхи шыва хирӗҫ тӑнӑ видео социаллӑ сетьсенче анлӑ сарӑлчӗ. Чылайӑшӗ уншӑн пӑшӑрханнаҫҫӗ - шыв юхтарса кайман-и теҫҫӗ.  

Ҫурхи шыв хиртен хӑвӑрт капланса аннӑ. Ҫынсем ӑнланса та ӗлкӗреймен. Валерий Павлов ашшӗпе шӑпах шыв юххи чавма тухнӑ. Ҫавӑнтах куршӗ хӗр ачи Дарина хӑйӗн йыттипе уҫӑлса ҫӳренӗ. Кӗҫех вӗсен пурин те тарса ҫӑлӑнма тивнӗ. Валерий Павлов ҫак кадрсене ял чатне ярса панӑ, хыпар тӳрех социаллӑ тытӑмсенче сарӑлнӑ. Унпа Раҫҫейри массӑллӑ информаци хатӗрӗсем те кӑсӑкланнӑ. Ытларахӑшӗ йытӑшӑн пӑшӑрханнӑ - ҫӑлӑнма ӗлкӗрнӗ-и вӑл е ҫук? Сӑмах май, Шарик - ама, иккен. Ултӑ ҫулхи Дарина ҫапла ят панӑ ӑна. Шарике ӑна ҫулталӑк каяллӑ парнеленӗ. Халӗ вӑл - унӑн ҫывӑх юлташӗ. Шарик Даринӑна кашни кун сатике ӑсатать, кӗтсе илет, каласа параҫҫӗ Ласточкинсем.

Вероника Павлова, Cвятослав Петров