Тӑвай районӗнчи маҫтӑр хӗлӗпе парнелӗх пукансем ӑсталать

Кивӗ Пуянкассинче пурӑнакан Вениамин Иванов вӑхӑта тухӑҫлӑ ирттермелле тесе шутлать. Тивӗҫлӗ канури арҫын тӑванӗсемпе юлташӗсем валли сӗтел-пукан тӑвать. Унсӑр пуҫне вӑл ӑста кӑмакаҫӑ.

Вениамин Никитич пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах йывӑҫран сӗтел-пукан ӑсталать. Вӑл тунӑ пукансене ырлаҫҫӗ. Вӗсем пурте хӑнеевӗрлӗ. Ун пеккисене ниҫта та туянма ҫук. Арҫын тем тума та маҫтӑр. 40 ҫул ытла ӗнтӗ вӑл кӑмакасем ҫавӑрать. Ҫак вӑхӑтра районти чылай ҫынна пулӑшнӑ. Вениамин Никитичӑн ашшӗ те, аслашшӗ те чаплӑ кӑмакаҫӑсем пулнӑ. Ивановсен йӑхӗнче ҫак ӗҫе 160 ҫул ытла туса пыраҫҫӗ. 

 

Алена Артемкина, Игорь Ульянов