Тӑвай районӗнчи Ҫӗнӗ Ишпуҫ ялӗнче хӑтлӑ чиркӳ хута кайрӗ

Вӑл ял-йышшӑн пысӑк савӑнӑҫ пулчӗ. Кӗлӗ ҫуртне уҫнӑ уявра пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те пулса курчӗ.

3 ӗмӗр каялла никӗсленнӗ Ҫӗнӗ Ишпуҫ ялӗнче нихҫан та чиркӳ пулман. Ял халӑхӗ те чылайчченех тӗне кӗмесӗр пурӑннӑ. Самана улшӑннӑ май пурнӑҫ та урӑхлансах пынӑ. Ял-йыш чиркӳ лартасси пирки калаҫма пуҫланӑ. Ырӑ шухӑша пурнӑҫа кӗртме ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Елена Бадаева пулӑшнӑ. Икӗ ҫул каялла Варнава митрополитран пехил илсе пархатарлӑ ӗҫе пуҫӑннӑ. 

 

Алексей Енейкин, Светлана Позднякова, Владимир Синдеев