Тӑванӗсемпе ӗҫтешӗсем патшалӑх ӗҫченне Ольга Зайцевана аса илчӗҫ

Республикӑри Хӗрарӑмсен канашне ертсе пынӑ Ольга Зайцева пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа 3 ҫул ҫитрӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл йывӑр чирлекенсене пулӑшассипе хастар ӗҫленӗ.

Ольга Зайцева обществӑлла пӗрлешӗве 8 ҫул ертсе пынӑ. Вӑл тӑрӑшнипе Чӑваш Енри хӗрарӑмсем пӗр тӗвве чӑмӑртаннӑ, тӑтӑшах тӗрлӗ конкурспа ыр кӑмӑллӑх акцийӗсем йӗркеленӗ. Пурнӑҫра йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнисене пулӑшассипе нумай ӗҫленӗ Ольга Юрьевна. 2013-мӗш ҫулта Сывлӑх Сыхлавӗн министерстви ҫумӗнче пациентсен прависене хӳтелекен организацие ертсе пыма пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех Республикӑри онкологи диспансерӗнче шыҫӑ чирӗпе аптракансемпе вӗсен тӑванӗсене психологи енчен пулӑшакан Центр йӗркеленӗ. Ку тӗлӗшпе те Ольга Юрьевна чунтан тӑрӑшнӑ. Унсӑр пуҫне "Ради жизни" центр пуҫарнӑ. 

 

Алена Артемкина, Никита Углев