Тӑван республикӑн ҫутӑ пуласлӑхӗшӗн тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшнӑшӑн - тивӗҫлӗ парнесем

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ҫӗнӗ Ҫул умӗн тӗрлӗ тытӑмра вӑй хуракансене патшалӑх наградисемпе чысларӗ.

Правительство ҫурчӗн ҫӳлти хутӗнче медицина, культура, вӗренӳпе ял хуҫалӑх, промышленнӑҫ тата ытти тытӑмра ӗҫлекен 29 ҫын уява пухӑнчӗ. Вӗсене тав тунӑ май Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев 2020-мӗш ҫул тӗнчери пекех Чӑваш Еншӗн те ҫӑмӑл мар ҫулталӑк пулнине палӑртрӗ. Ҫак вӑхӑтра нумайӑшӗ тӗрлӗ йывӑрлӑха парӑнтарса ҫӗнӗлле ӗҫлеме хӑнӑхнӑ. Уйрӑмах сывлӑх сыхлавӗнче тӑрӑшакансем кашни кунах паттӑрлӑх кӑтартаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та малтанах медиксене чысларӗҫ.  

 

Алексей Енейкин, Игорь Ульянов