Тӑван литература анинче Юрий Артемьев ӑсчахӑн ӗҫӗсем сумлӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ

Филологи ӑслӑлӑхӗн докторӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Канаш тӑрӑхӗн Хисеплӗ ҫынни Хусан университетӗнчен, ун хыҫҫӑн тӗп хулари Тӗнче литературин институтӗнчи аспирантурӑран пысӑк пӗлӳ илсе таврӑннӑранпах тӑван сӑмахлӑхшӑн ӗҫлет. Паян Юрий Артемьев 85 ҫул тултарать.

Юрий Артемьев тӑван ялӗнчи шкулта - тӑтӑшах кӗтнӗ хӑна. Канаш тӑрӑхӗнчи Сиккасси ҫӗрӗ - сӑваплӑ ҫӗр, кунтан чылай чаплӑ ҫын тухнӑ, Юрий Михайлович ял хавхи малашне те ан сӳнтӗрччӗ тесе тӑрӑшать. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул ҫут тӗнчене килнӗ ача ашшӗсӗр ҫитӗннӗ, кӑмӑлӗнче ырра шанасси, аптраманлӑх пысӑкран нимле йывӑрлӑх умӗнче те пуҫ усман. Ҫавӑнпах-тӑр вӑл выҫӑ-тутӑллӑ ачалӑхне ҫуттӑн аса илет.

Юрий Михайлович 20 яхӑн кӗнеке авторӗ, вӑл 250 ытла тӗпчев ӗҫӗ ҫырнӑ. Вӑл 20-мӗш ӗмӗрти чӑваш литературине тӗплӗн тишкерсе хак пани нимпе виҫейми пӗлтерӗшлӗ: ку - пирӗн ҫыравҫӑсен пултарулӑхне тӗнче хутлӑхӗнче пӑхса шай пани. Артемьев ҫавӑн пекех - вырӑс шкулӗсенче чӑваш литературине вӗренмелли учебниксен авторӗ. Юлашки тапхӑрта хатӗрленӗ чи калӑпӑшлӑ ӗҫӗ - "Чӑвашсен чаплӑ ҫыннисем" ярӑмра тухнӑ "Константин Иванов: пурнӑҫ, шӑпа, вилӗмсӗрлӗх" ятлӑ монографи, ӑсчах уншӑн республикӑн Патшалӑх премине илме тивӗҫ пулчӗ.

Юрий Михайлович халӗ тивӗҫлӗ канура, анчах яланах вулакансем хушшинче. Наци библиотеки, Гуманитари ӑслӑлӑхӗн институчӗ ирттерекен конференцисемпе ҫавра сӗтел хушшинчи калаҫусенче унӑн витӗмлӗ сӑмахӗ ҫамрӑксемшӗн те, аслӑ ӳсӗмрисемшӗн те усӑллӑ. Наци библиотеки нумай пулмасть унӑн пултарулӑхӗпе паллашма май паракан библиографи кӑтартмӑшӗ хатӗрлерӗ.

Юрий Михайловича паянхи кун халӑхӑмӑрӑн пуласлӑхӗ хытӑ шухӑшлаттарать. Малашлӑх тӑван чӗлхепе таччӑн ҫыхӑннӑ. Кашни ҫыншӑн тӑван чӗлхерен хакли ним те ҫук тесе ӗнентерекен Юрий Михайлович хӑй 5-6 чӗлхепе калаҫать, тӗрлӗ халӑхсен юррисене юрлать, французларан тӳрреммӗн илемлӗ хайлавсем куҫарать, куллен тӗпчев ӗҫӗсемпе ларать. Эпир ӑна ҫуралнӑ кун ячӗпе саламласа куракансемпе пӗрле ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр сунатпӑр.

Марина Карягина