Малти линири салтаксем ыйтнипе ҫуркуннехи каникул вӑхӑтӗнче поварсемпе вӗрентекенсем типӗ яшка пухас тенӗ. Хӑвӑрт пиҫекен, тутӑ тытакан вӗри апат хатӗрлес ӗҫе шкулти столовӑйӗнче пуҫарнӑ.
Интернетра тӗрлӗ рецепта тишкернӗ хыҫҫӑн купӑста тата пӑрҫа яшки валли ҫимӗҫсем типӗтнӗ. Ӗҫӗ сахал мар, вӑраха тӑсӑлать. Ачасем кануран шкула таврӑнсан малалла столовӑйӗнче аппаланма май килмен. Вара ашшӗ-амӑшӗ, ял халӑхӗ пултарнӑ таран пулӑшма пикеннӗ. Пӗрер витре ҫӗрулми, суханӗ-кишӗрӗ, аш-какайӗ - пӗр тирпейлеме пуҫласан пӗтӗмпех вырнаҫать. Ҫимӗҫ типӗтмелли хатӗрсем туянма укҫа та пуҫтарнӑ. Ку тӑрӑхра ҫуралса ӳссе ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнисем те айккинче юлман.
"Эпир тӑрӑшса хатӗрленӗ вӗри яшкана тутаннӑ чухне хӳтӗлевҫӗсем амӑш аллисен ӑшшине, пирӗн юратӑва, хӑйсене килте тӗрӗс-тӗкел кӗтнине туйса тӑччӑр", - теҫҫӗ хастарсем.
Тӑхтав вӑхӑтӗнче учительсем типӗтнӗ ҫимӗҫе хутаҫсене тултарма васкаҫҫӗ пулсан, ачасен - хӑйсен тивӗҫӗ. Вӗрентекенсем хистенипе мар, хӑйсен кӑмӑлӗпе хӳтлӗх карри ҫыхма тухаҫҫӗ вӗсем. Кӑшкарне ялти хастарсем хатӗрлесе параҫҫӗ. "Ҫак ӗҫ ял халӑхне, аслисемпе ачасене пӗрлештерет, ҫитӗнекен ӑрура ырӑ енсене аталантарма пулӑшать", - теҫҫӗ шкулта. Кӗҫех хамӑр салтаксем валли 4-мӗш хӳтӗлев хатӗрӗ ӑсатӗҫ вӗсем.
Ҫывӑх вӑхӑтра Канаш тӑрӑхӗнчи волонтерсем 11-мӗш хут хамӑр салтаксем патне тухса кайӗҫ. Ун чухне шӑпах ытти япаласемпе пӗрле энтрияльсен хӳтлӗх каррисем те, 100 ытла хутаҫ типӗ яшки те кирлӗ ҫӗре ҫитӗ.
Алиса Александрова, Екатерина Янгалакова