Тӑван халӑха ҫӗнӗ ҫырулӑх парнелесе ҫутта тухма пулӑшнӑ Иван Яковлев пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа 96 ҫул ҫитрӗ

Аслӑ вӗрентекенӗмӗр, тӑван халӑха ҫӗнӗ ҫырулӑх парнелесе ҫутта тухма пулӑшнӑ Иван Яковлев пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа паян 96 ҫул ҫитет. Унӑн пархатарлӑ ӗҫӗсем - ӗмӗрлӗхе. 

Ют ҫемьере ӳснӗ тӑлӑх ача мӗн пӗчӗкрен пӗлӳ илсе тӑван халӑха хут вӗрентес тесе ӑнтӑлнӑ. Ҫитӗнсен ҫутӑ ӗмӗчӗсене тӑрӑшсах пурнӑҫа кӗртсе пынӑ. Малтанах тӑван Кӑнна Кушки ялӗнче, унтан Чӗмпӗрте чӑваш шкулне уҫнӑ. Вӑл тӑрӑшнипе Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсенче 400 ытла пӗлӳ ҫурчӗ хута янӑ. Вырӑс графикин никӗсӗ ҫине таянса Иван Яковлевич чӑваш алфавитне хатӗрленӗ. Вӗренекенӗсем пулӑшнипе чиркӳ тата шкул кӗнекисене тӑван чӗлхене куҫарнӑ. Хӑйӗн ватлӑхӗнче вара халӑхсене туслӑ пурӑнма ыйтса пысӑк халал ҫырса хӑварнӑ. Унтанпа 105 ҫул иртнӗ пулин те, ҫак сӑваплӑ сӑмахсен пӗлтерӗшӗ халӗ те калама ҫук паха. Иван Яковлев ячӗпе урамсем, пӗлӳ ҫурчӗсем хисепленеҫҫӗ. Вӑл шутра Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ те. Аслӑ вӗрентекене асӑнса паян Мускаври Ваганьково масарӗнчи вил тӑпри ҫине, ҫавӑн пекех Яковлева халалласа тӗрлӗ ял-хулара лартнӑ палӑксен умне чӗрӗ чечексем хурӗҫ. 

Алексей Енейкин.