Ирхи 10 сехетрех курав чӑвашлӑх сӗмӗпе тулчӗ. Пур енчен те тӑван халӑх юррисем янӑрарӗҫ, фольклор ушкӑнӗсен артисчӗсем ҫаврӑнӑҫуллӑ хусканӑвӗсемпе ташша тухма илӗртрӗҫ.
Пирӗн экспозиципе тӗрлӗ халӑх ҫынни кӑсӑкланса паллашрӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинче тӗпленнӗ йӑхташсем вара пур ӗҫне пӑрахса, ятарласа курава ҫитнӗ. "Чӑваш чунӗ пире ҫаплах май тупса тӑван тӑрӑхпа, йӑла-йӗркепе ҫывӑхланма хистет, аякра чухне чӗре хамӑр ҫуралнӑ кӗтесшӗн, тӑван сӑмахшӑн, юрӑ-кӗвӗшӗн, тӗрӗ-эреш илемӗшӗн тунсӑхлать", - теҫҫӗ хӑнасем.
Чӑваш Ен кунӗ - ытти регионсемпе ҫӗршывсемпе ӗҫлӗ хутшӑнусем йӗркелеме те май парать. Куравра Беларуҫ республикипе суту-илӳпе экономика, наукӑпа техника, социаллӑ пурнӑҫпа культура тӗлӗшӗнчен тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме килӗшӳ турӗҫ. Уяври тепӗр пӗлтерӗшлӗ самант - "Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ-2023" конкурсра ҫӗнтернӗшӗн чыслани. Аса илтеретӗп, тӗп парнене кӑҫал Муркаш тӑрӑхӗнчи ват юман тивӗҫнӗ. Патшалӑх Думин туризм енӗпе ӗҫлекен Комитет канашлӑвӗнче те республика малашне мӗнпе тӗлӗнтерме пултарассине сӳтсе яврӗҫ. Кун каҫ енне сулӑнсан вара пухӑннисем чӑн чӑваш туйӗнче савӑнма пултарчӗҫ. Анастасия Мочаловапа Максим Горские хамӑр халӑхӑн авалхи йӑлисене пӑхӑнса пӗрлештерчӗҫ.
Чӑваш туйӗпе паллаштарассишӗн мар, ҫамрӑксем хӑйсен туйӑмӗсене саккунпах ҫирӗплетрӗҫ ҫак кун, вӗсене Мускав ЗАГС уйрӑмӗ ҫырӑнтарчӗ. Чӑваш апат-ҫимӗҫне вара Раҫҫей тӗпелӗн ҫуртӗнче астивме май пулчӗ. Унта пирӗн тӑрӑхри паллӑ поварсем ӑсталӑх урокӗсем ирттерчӗҫ.
Алиса Александрова, Вероника Павлова, Андрей Шоклев