Тӑван чӗлхене юратнипе ҫуралнӑ хайлавсем

"Вӑхӑт тараси" тата "Урӑх ӑру". 30 ҫул чӑваш телевиденийӗнче тӑрӑшакан Марина Карягинан икӗ ҫӗнӗ кӗнеке тухнӑ. Унта иртнӗ 10-15 ҫулта ҫырнӑ хайлавсене кӗртнӗ автор. Ҫӗнӗ кӗнекесене Наци библиотекинче пахаларӗҫ.

"Урӑх ӑру" ятлӑ кӗнеке - монопалиндромсен пуххи. Унти мӗнпур сӑвӑ малтан та, хыҫалтан та пӗр пек вуланать. Германири Галле университечӗн вӗрентекенӗ, вырӑс тата ют ҫӗршыв авангардне тӗпчекен Сергей Бирюков ҫапла ҫырать: "Марина Карягина хӑйӗн поэтла сисӗмӗпе тата ирӗклӗ кӑмӑлӗпе чӑвашпа вырӑс сӑмахне чи тарӑн, атомла шайӗнче пӑхӑнтараять". Автор хӑй каланӑ тӑрӑх, палиндромсем ҫырасси чун ыратнипе пулса тухнӑ. 

Тепӗр кӗнеки - "Вӑхӑт тараси". Унта тӗрлӗ хурӑмпа ҫырнӑ лирикӑллӑ хайлавсем. Кашни сӑвӑра авторӑн пуян чӗлхи тӗлӗнтерет. Саламлама килнӗ хӑнасем Марина Карягинан пултарулӑхри ӗҫӗ-хӗлӗпе киленнине палӑртрӗҫ. Татах та ҫӗнӗ кӑларӑмсем тухасса кӗтнине пӗлтерчӗҫ. 

Алена Артемкина, Михаил Солин