Уяв шӑв-шавӗ урамранах пуҫланчӗ. Илемлӗ чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ачасемпе вӗрентекенсем вӑйӑ картинче ҫаврӑнчӗҫ. Кашниех Акатуйа тӗплӗн хатӗрленнӗ. Сумлӑ хӑнасене вӗсем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ.
Ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче халӑх йӑли-йӗркипе паллаштаракан лаптӑксем, ӑсталӑх сехечӗсем ӗҫлерӗҫ. Акатуй хӑнисем ал-ӗҫ ӑстисен куравӗпе паллашма, наци апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхма пултарчӗҫ. Ҫавӑн пекех кӑмӑла ҫӗклекен юрӑ-ташӑпа киленчӗҫ.
Воспитательсем ачасене тӑван тӑрӑха, ҫӗршыва юратма, наци культурипе йӑли-йӗркине хисеплеме вӗрентеҫҫӗ.
Кӑҫал "Ача садӗнче Акатуй" конкурс 15 пин ытла вӗренекене, ашшӗ-амӑшне, педагога пӗрлештернӗ. Республикӑра халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ пулнӑ май ҫакӑ уйрӑмах паха, палӑртрӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Воспитательсем паян ачасене тӗрлӗ енлӗ аталантараҫҫӗ. Ӑс-тӑн пани кӑна мар, кулленхи ӗҫе те хӑнӑхтараҫҫӗ.
Чи лайӑх ушкӑнсене дипломсемпе парнесем парса хавхалантарчӗҫ. Гран-прине тӗп хулари "Созвездие" 7-мӗш ача сачӗ тивӗҫрӗ.
Диана Сафонова, Юрий Марков








