Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалласа истори диктанчӗ ҫырчӗҫ

Раҫҫейӗпе иртнӗ акцие пирӗн республика та хастар хутшӑнчӗ - 20 пин ытла ҫын. Тӗп лаптӑк Чӑваш патшалӑх университечӗн ҫӗнӗ корпусӗнче пулчӗ.

Унта студентсемпе пӗрле парта хушшине Чӑваш Ен ертӳҫи Олег Николаев та ларчӗ. 

Кӑҫал акцие ирттерме Чӑваш Енре 380 ытла лаптӑк хатӗрленӗ. Вӑл шутра медицина центрӗсенче, библиотекӑсенче, парксенче, шкулсемпе университетсенче. Хӑнӑхтарусене пурнӑҫланине ҫӗнтерӳ волонтерӗсем сӑнаса тӑнӑ. Акци валли йӗркеленӗ вырӑна ҫитейменнисене диктанта ятарлӑ сайтра регистрациленсе инҫет меслетпе ҫырма сӗннӗ. Пурӗ 25 ыйту, 5-шӗ диктант иртекен региона пырса тивет. Хӑнӑхтарусене тест мелӗпе йӗркеленӗ, мӗн-пур ыйтӑва хуравлама 45 минут уйӑрнӑ. Ҫавӑн пекех кӑҫал ҫӗнӗлӗх пулнӑ. Диктант ыйтӑвӗсене хуравланипе пӗрлех кӑмӑл тӑвакансене "Ҫӗнтерӳ Ҫырӑвӗ" ҫырма сӗннӗ. Унта кашниех Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ салтаксемпе тылра ӗҫленисене тав тума пултарнӑ. 

 

Алиса Александрова, Екатерина Храмкина, Виктор Степанов, Вадим Владимиров