Тӑван ҫӗршывӑн ӑслӑ вӑрҫинче вӑл харӑсах пӗр эшелон фашиста тӗп тунӑ

Ҫак тата ытти паттӑрлӑхшӑн Совет Союзӗн геройӗ ята тивӗҫнӗ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районӗнче паттӑр чӑваш салтакне Павел Лаптева халалласа бюст уҫрӗҫ.

Чӑнлӑ тӑрӑхӗнчи Пухтел ялӗ чӑваш тӗнчине чылай мухтавлӑ ҫын парнеленӗ. Хӑшӗ-пӗри паян кун та тӑван халӑхшӑн курӑмлӑ ӗҫсем тӑваҫҫӗ, культурӑпа искусство тытӑмӗнче, патшалӑх ӗҫӗнче тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри ҫак бронза бюстӑн авторӗ Владимр Нагорнов скульптор. Палӑкӑн тӗп спонсорӗшӗн те - Чӑваш патшалӑх канашӗн депутатӗнче тимлекен Николай Угасловшӑн ку ял ют мар. Пухтелте унӑн амӑшӗ ҫуралса ӳснӗ. Ҫавӑнпа та ҫак пархатарлӑ ӗҫе вӑл кӑмӑлтан хутшӑннӑ.

Ялти вӑтам шкул картишӗнче паттӑрӑн бюстне вырнаҫтарас шухӑш нумай пулмасть ҫуралнӑ. Кӑшт маларах, 2018-мӗш ҫулта ҫак пӗлӳ ҫурчӗ Павел Лаптев герой ячӗпе хисепленме пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтран ял халӑхӗн патриотизм туйӑмӗ вӑйланса кӑна пынӑ. Ҫапла, Владимир Нагорновпа Николай Угаслов та сумлӑ ӗҫе пуҫӑннӑ.

Сумлӑ ентешсен мухтавлӑ ячӗсене пирӗн манма ирӗк ҫук. Павел Васильевич Лаптев - чӑвашсемшӗн чӑнласах мӑнаҫланмалли вӑрҫӑ паттӑрӗ шутланать. Вӑл Пухтел ялӗнче 1911-мӗш ҫулта ҫуралнӑ. Ҫитӗнсе Хӗрлӗ ҫарта хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн Чӗмпӗрти парти шкулне пӗтернӗ. Унтан Харьковри артиллери училищинче кӗҫӗн лейтенантсен курсне тухнӑ. Вӑрҫӑра вӑл анӑҫ фрончӗн 33-мӗш ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ. Стрелоксен 110-мӗш дивизийӗн 971-мӗш артиллери полкӗнче батарея командирӗ пулнӑ. Пӗрремӗш ҫапӑҫурах салтак хӑюллӑхпа палӑрнӑ. 42-мӗш ҫулта вӑл Калуга тӑрӑхӗнче тӑшмансен паровозӗпе 4 танкне тата пӗр эшелон нимӗҫе тӗп тунӑ. Ҫак паттӑрлӑхшӑн Лаптев лейтенант Совет союзӗн геройӗ ятне тата Ленин орденне тивӗҫнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл Чӗмпӗр хулинче ӗҫлесе пурӑннӑ. Анчах та, паттӑр салтакӑн ӗмӗрӗ кӗске пулнӑ. 1954-мӗш ҫулта вӑл ҫӗрӗ кӗнӗ. Ун чух Павел Васильевич 42 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Халӗ унӑн тӑван ялӗнче ҫакӑн пек чыслӑ палӑк вырнаҫтарни халӑхшӑн тем пысӑкӑш парне пулчӗ.

Алексей Енейкин, Виктор Чугаров