Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫнӑ паттӑрсене халалласа ҫӗнӗ палӑк

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шулю тата Ҫӑкалӑх ялӗсенчен фронта 296 ҫын тухса кайнӑ. 112-шӗ кӑна таврӑннӑ.

Акчикасси ял тӑрӑхӗнче  паянхи кунччен пӗр вӑрҫӑ ветеранӗ те пурӑнса ҫитеймен. Фронтра пулнӑ паттӑрсене ял-йыш асра тытать. Вӑрҫӑра пуҫ хунисене, унтан таврӑннисене хисеплесе палӑк тӑвас ӗҫе пурте хастар хутшӑннӑ. Ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ҫак пархатарлӑ ӗҫе тума 40 пин тенкӗ пухнӑ. Палӑк ҫине Шулю тата Ҫӑкалӑх ялӗсенчи салтаксен ячӗсене ҫырнӑ. Пурте вӗсем паттӑрсем.

Алена Артемкина