Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Кавказа хӳтӗленӗренпе кӑҫал 80 ҫул ҫитет

Чӑваш Енре халӗ ҫав ҫапӑҫусене хутшӑннӑ пӗр ветеран тӑрса юлнӑ. Вӑл Элӗк тӑрӑхӗнчи Чулкаҫра пурӑнакан Андрей Аркадьев. Ӑна сума суса ҫак кунсенче пирӗн тӑрӑха Чечен Республикинчен ятарлӑ ушкӑн килсе кайрӗ.

Чӑваш Ене сӑваплӑ тӗллевпе ҫитнӗ ушкӑн малтанах Шупашкарти сӳнми ҫулӑм умне чечексем хучӗ. Пирӗн тӑнӑҫ пурнӑҫшӑн ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫ хунӑ салтаксене асӑнчӗ. Унтан пурте Элӗк тӑрӑхне ҫул тытрӗҫ. 

Хӑнасене Юнтапари культура ҫурчӗ умӗнче тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Андрей Аркадьев хӑй кӗтсе илчӗ. Кӑҫал 100 ҫул тултаракан фронтовик паян та салтак пекех ура ҫинче ҫирӗп тӑрать.

Андрей Аркадьев вӑрҫа 19 ҫулта чухне тухса кайнӑ. Тӳрех Ҫурҫӗр Кавказ фронтне, стрелоксен 59-мӗш бригадине лексе Малгобека хӳтӗленӗ, Орджоникидзе, Моздок хулисене ирӗке кӑларма хутшӑннӑ. Икӗ хут аманнӑ. Пӗррехинче тӑшман пулли унӑн ҫамкинех шӑйӑрса иртнӗ. Ҫавах та, салтакӑн шӑпи телейлӗ пулнӑ. Килне сывӑ таврӑнса ҫирӗп ҫемье ҫавӑрма пултарнӑ вӑл. Мӑшӑрӗпе пӗрле ветеран 75 ҫул юратура тата килӗшӳре пурӑнать. Хӑйсене аванах туяҫҫӗ ватӑсем. Андрей Аркадьевич ҫак тӗлпулӑва та чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ. Уява пухӑннисене вӑл вӑрҫӑри кун-ҫулӗпе паллаштарчӗ. Ӑҫта мӗнле ҫапӑҫусем пулнине те пӗтӗмпех ас тӑвать ветеран. Аякран килнӗ хӑнасем те унпа хӗпӗртесе калаҫрӗҫ. "Раҫҫей шырав юхӑмӗн" Чечен Республикинчи уйрӑмӗн ертӳҫи Иса Сардалов салтака ҫирӗп сывлӑх сунса Кавказа хӳтӗленӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ медальпе чысларӗ. Саламлакансен йышӗнче Чӑваш Енри чеченпа ингуш халӑхӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи, Рамзан Кадыровӑн шаннӑ ҫынни Салман Майрукаев, Раҫҫейӗн обществӑлла Палатин пайташӗ Елена Родионова пулчӗҫ. Ятарлӑ ҫар операцийӗнче "Ахмат" ушкӑнра ҫӗршыва хӳтӗленӗ Сергей Голицын вара ветерана Чӑваш наци конгресӗн парнисене илсе ҫитерчӗ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Кавказа хӳтӗленӗ ветерансем халӗ Совет Союзӗн мӗнпур республикине шута илсен 38 ҫын тӑрса юлнӑ. Ҫитес вӑхӑтра хастарсем вӗсене те юбилей медалӗпе чыслама палӑртнӑ. 

Чечен тӑрӑхӗнчен килнӗ ушкӑн уяв кунӗ правительство ҫуртӗнче тата Чӑваш наци конгресӗнче хӑнара пулчӗҫ. Регионсем хушшинчи туслӑ ҫыхӑнусене вӑйлатасси пирки калаҫрӗҫ. 

 


Алексей Енейкин, Димитрий Макаров