Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ ишев

Инженери ҫарӗсен понтон уйрӑмӗсем юханшывсем тӑрӑх 5 пин ҫухрӑм парӑнтарма йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем тӗрлӗ хулара чарӑнса хӑйсем пирки каласа кӑтартаҫҫӗ. Ҫар техникине Шупашкарти юханшыв портӗнче те курма пулчӗ.

"Ҫӗнтерӳ понтонӗ" юханшыв тӑрӑх пысӑк йышпа ҫӳрет. Ҫак ӗҫе 100 яхӑн ҫынна явӑҫтарнӑ. Понтон паркӗ пысӑк. Ӑна хӑватлӑ катерсемпе туртса килнӗ. Ҫавна май Шупашкарти юханшыв портӗнче чылай техника чарӑннӑ. Аякран килнӗ хӑнасене Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова тата хула ертӳҫисем кӗтсе илчӗҫ. Пӗр понтона ятарласа хула ҫыннисене паллаштарма йӗркеленӗ. Ҫар инженерӗсем Муром хулинчен ҫула тухнӑ. Шупашкар хыҫҫӑн вӗсем Хусана ҫитӗҫ. Унтан Чӗмпӗрте, Самарта, Сарӑ Ту хулисенче пулӗҫ. Кун хыҫҫӑн Волгограда ҫитсе экспедицие хутшӑнакансем "Мамай курганӗ" асӑну комплексӗнче стройпа утса тухӗҫ. Ҫапла ҫар ҫыннисем вӑрҫа хутшӑннисене асра тытнине, вӗсен паттарлӑхӗ нихӑҫан та манӑҫмине тата Тӑван ҫӗршыва кар тӑрса хӳтӗлеме хатӗррине палӑртаҫҫӗ. 

 

Алена Артемкина, Дмитрий Макаров