Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн Германире Совет ҫарӗн ушкӑнӗсене йӗркеленӗренпе 78 ҫул ҫитрӗ

Мухтавлӑ салтаксем тӑшмана тепӗр хут пуҫ ҫӗклеме парас мар тесе ҫур ӗмӗре яхӑн аякри ҫӗршыв чиккисене сыхланӑ. Вӑл йышра 108 пин чӑваш салтакӗ пулнӑ. Ветерансем ӗлӗкхи туслӑхпа мӑнаҫланса паян кун та тӗлпулусем йӗркелеҫҫӗ.

Германирe хӗсметре тӑнӑ Совет ҫарӗн салтакӗсен Чӑваш Енри пӗрлешӗвӗнче паян 2 пин ытла ҫын. Нумайӑшӗ тахҫанах тивӗҫлӗ канура пулин те патриотла ӗҫе хастар хутшӑнать. Аслӑ вӑрҫӑ ветеранӗсен йышӗ сайралса пынӑ май салтаксем ҫитӗнекен ӑрупа тӗлпулусем ирттерессине те ырӑ йӑлана кӗртсе пыраҫҫӗ. Профессиллӗ уявра вара пӗрле пухӑнаҫҫӗ. Хальхинче вӗсем Етӗрне тӑрӑхӗнче тӗл пулчӗҫ. Унта Германире пулнӑ Совет ҫарӗн ветеранӗсен Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи ушкӑнӗн штабӗ вырнаҫнӑ. Унӑн ертӳҫи Олег Зайцев кунта чӑн-чӑн музей йӗркеленӗ. Унти экспонатсемпе савӑнсах тус-юлташӗсене паллаштарчӗ.

 

Алексей Енейкин, Иван Макеев