Тӑван ҫӗршыва юратнине юрӑ урлӑ кӑтартӗҫ

Патриотла юрӑсем шӑрантаракан ачасен республикӑри пӗрремӗш конкурсне пирвайхи заявкӑсем килнӗ. Пирӗн телерадиокомпани пуҫарнӑ "Россия голосами детей" проект Чӑваш Енӗн Культура министерстви тата Обществӑлла палати пулӑшнипе иртет.

Конкурс республикӑри ҫамрӑк юрӑҫсене пӗр сцена ҫинче пӗрлештерӗ. Вӗсем тӑван ҫӗршыва юратнине юрӑ урлӑ кӑтартӗҫ. Тупӑшу 3 номинаципе иртет: пӗччен юрлакансем, ансамбльсем тата хорсем. Унта 7-рен пуҫласа 17 ҫулчченхи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Заявкӑсене ака уйӑхӗн 4-мӗшчен электронлӑ почтӑпа йышӑнаҫҫӗ. Ачасен пултарулӑхне сумлӑ тӳресем хак парӗҫ: Раҫҫей халӑх артисчӗсем, профессорсем, наука кандидачӗсем, культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем. Финала тухнисем ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртекен гала-концерта хутшӑнӗҫ. Тӗплӗнрех кун пирки пирӗн телерадиокомпани сайтӗнче пӗлме пулать.

Диана Иванова, Андрей Шоклев