Тӗн пур пулсан, Турӑпа ҫыхӑнмалли таса вырӑн та пулмалла, анчах хальхи чӑвашсен несӗлӗсем тытса пынӑ авалхи йӑла-йӗрке Керемӗ тумхахлӑ вӑхӑтсен сулнӑкӗсенче манӑҫа тухнӑ. Фёдор Мадуров скульптор ун пирки ӗмӗр тӑршшӗпех шухӑшлать темелле. Василий Каховский пек пысӑк тӗпчевҫӗсемпе канашлани ӑна ҫакӑн йышши пирамидӑсем ҫӗклесе лартасси патне илсе ҫитернӗ. Таса вырӑн варринче - пирамида хурӑмлӑ виҫӗ кӳлепе.
"Улӑп ҫемйи" тет вӗсем пирки скульптор. Чи капмарри - Пирвайхи Ама Ту, ун ҫумӗнче - Аҫа Ту, юнашарах - Ача Ту.
Марина Карягина, Владимир Синдеев