Тахҫанах ӗмӗтленнӗ ӗмӗчӗ пурнӑҫланчӗ

Шупашкарта пурӑнакан Дарья Кудряшова мӗн ҫуралнӑранпа йывӑр чирпе аптрать. Тулли пурнӑҫпа пурӑнма ӑна кӳме кирлӗ пулнӑ. Хӗр ачана Патшалӑх Думинчи "Единая Россия" фракцин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алена Аршинова пулӑшма май тупнӑ. 

Дашӑпа амӑшӗ иккӗнех пурӑнаҫҫӗ. Хӗрачана хӑй тӗллӗн ҫӳреме йывӑр. Чире парӑнтарас тесе вӑл больницӑра сахал мар вӑхӑт ирттернӗ. 

Даша питӗ вулама юратать, ручкӑпа ҫырма вара ытлашши кӑмӑлламасть. Ӑна компьютер клавиатурипе пичетлеме меллӗрех. Хӗрачан пӳлӗмӗнче пукане чылай. Ытларахӑшӗ - Хӗл мучи парнеленисем. Ак ку, кӳме ҫинче - хайӗн пекех. Чи юратни те пур. Кашни пуканене ят парса тухнӑ Даша. Ҫавӑн пекех вӑл хӑнасене хӑйӗн юратанӑ кушакӗпе - Персикпа паллаштарчӗ. Лӑпкӑскер хӗр ачан кӑмӑлне ҫӗклет иккен. Алена Игоревна пушӑ алӑпа килмен. Вӑл тулли карҫинкка улма-ҫырла тата кӳме парнелерӗ. Сӑмах май, ӑна "АБС-Электро" пӗрлешӗвӗн ыркӑмӑллӑх фончӗн Шупашкарти уйрӑмӗ туянма пулӑшнӑ. Халӗ урамра чылай вӑхӑт уҫӑлса ҫӳреме пултаратпӑр,- тет Алевтина Николаевна.

Надежда Александрова, Виктор Степанов