Таҫта аякка каймасӑрах Ҫӗпӗрте пулнӑ пек туйма пулать

Тутарстанри Сиктӗрме чӑвашӗсем Ҫӗнӗ ҫул хӑнисене тӗрлӗ халӑх пуянлӑхӗпе паллаштарма хатӗрленеҫҫӗ. Унта ҫӗкленекен "Ҫӗнӗ Сувар" комплекс уяв асамлӑхӗпе пуянланса кунран-кун илӗртӳллӗрех те хӑтлӑрах пулса пырать. 

Пин ҫул каяллахи несӗлсен аваллӑхне тавӑракан "Ҫӗнӗ Сӑвар" кремль куҫ умӗнчех мӑнаҫланса пырать. Нумай пулмасть, кунта Патша ҫурчӗ, салтаксен казармипе лаша картишӗ тунӑ, тӗрлӗ халӑх кил-хуҫалӑхӗсене ҫӗклеме пуҫланӑ. Хальлӗхе финно-угорсен культурипе паллаштаракан пӳрт туса лартнӑ.

Кремльте индо-иран аваллӑхӗ таранчченех кӑсӑкланма пулӗ. Ҫавах та, тӗп вырӑнта сӑвар-чӑваш культурин музейӗ пулмалла. Кунсӑр пуҫне хӑнасене ытти кӑсӑклӑ ҫуртсем илӗртме тивӗҫ. Юмах ҫурчӗ ҫумӗнчи йывӑҫран касса илемлетнӗ ача пахчи мӗне тӑрать.

Чумсене шалтан та пӗтӗмпех хантпа ненец йышши халӑхсен культурине тӗпе хурса илемлетме палӑртнӑ. Пӗр хӳшӗре вара вӑхӑтлӑх нарты ҫумне ҫурҫӗр пӑланӗсем кӳлнӗ Хӗл мучипе Юр пике вырӑн тупнӑ.

Халӗ кунта харӑсах тӗрлӗ вырӑнта ӗҫ вӗрет. Комплексрах пулӑ ӗрчетмелли ӑшӑ аквариум, теплица, манеж тата чул пахчи тӑваҫҫӗ. Килен-каяна йышӑнакан хӑна пӳрчӗ ҫумӗнче вара кермен евӗр сиплев ҫурчӗ те хӑпартнӑ. Ҫывӑхри пӗве хӗрринче хӗвел ҫинче хӗртӗнсе канмалли чаплӑ пляж тума пуҫланӑ. Ӑна ҫулла хак пама пулӗ. Хӑнасене кунти хӑйне евӗр зоопарк та илӗртет. Унта мӗн кӑна ҫук пуль: ҫурҫӗрти пӑлансенчен пуҫласа кӑнтӑрти икӗ курпунлӑ тӗвесем таранчченех курма пулать. Ҫавӑн пекех маралсем, яксем, тӗрлӗ йышши качака, кроликсем тата ытти те. Курма килекенсем уйрӑмах упасемпе кӑсӑкланаҫҫӗ. Вӗсем кунта ҫиччӗн: пилӗк аҫа та икӗ ама. Утамансем хальлӗхе ҫывӑрма васкамаҫҫӗ-ха.

Курма килекенсемшӗн кунта кашни кунах чӑн-чӑн уяв тейӗн. Тундрӑри пек пӑлан кӳлсе юр тӑрӑх вӗҫтерме те, лашапа ярӑнма та пулать. Вырӑнти Хусанкай ячӗллӗ хуҫалӑхра, акӑ, Орловски рысакӗсемпе йывӑр туртакан ӑратлӑ лашасем ӗрчетеҫҫӗ. Ӑйӑрсем сутлӑх та пур. Ҫӗнӗ ҫулпа ҫӑварни уявӗсене хатӗрленсе хуҫалӑхра вӑй хуракансем ӗлӗкхилле ҫуна ҫумне виҫӗ лаша кӳлсе чупма хӑнӑхтараҫҫӗ. Урхамахсемшӗн ку - пысӑк савӑнӑҫ. Хӑнасемшӗн вара нихҫан манӑҫми уяв пулӗ. 

Алексей Енейкин, Александр Герасимов