Сывлӑха ҫирӗплетнипе пӗрлех тӗрлӗ ӑсталӑха туптаҫҫӗ

Шупашкарта тивӗҫлӗ канурисем валли "Манӑн социаллӑ центр" хута кайрӗ. Унти майсемпе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашрӗ.

Ку вӑл республикӑри ҫакнашкал 3-мӗш учреждени. Пӗлтӗр ҫӗнӗлле ӗҫлекен социаллӑ центр Ҫӗмӗрлере, кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Куславккара уҫӑлнӑ. Вӗсене "Демографи" наци проекчӗпе килӗшуллӗн йӗркеленӗ. Шупашкарти учрежденире кунсерен 50 ытла ҫынна йышӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен кунта хул-ҫурӑма ҫирӗплетме, компьютер пӗлӗвне ӳстерме, ал ӗҫӗ тума май пур тата ытти те. 

Диана Иванова, Святослав Петров