Сывлӑха ҫирӗплетмелли майсем анлӑ пулӗҫ

Шупашкар районӗнчи Ишлейре "Демографи" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн физкультурӑпа спорт комплексӗ хута яма хатӗрленеҫҫӗ. 

Строительсем ӗҫе иртнӗ ҫулхи ҫу уйӑхӗнче пуҫӑннӑ. Виҫӗ хутлӑ спорт керменне шкулпа юнашар лартнӑ. Паянхи куна мӗнпур ӗҫӗн 95 процентне пурнӑҫланӑ. Кермене авӑн уйӑхӗ тӗлне хута ямалла. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑна кӑшт каярах уҫма палӑртнӑ. 

Диана Иванова, Вадим Владимиров.