Строительсем ӗҫе иртнӗ ҫулхи ҫу уйӑхӗнче пуҫӑннӑ. Виҫӗ хутлӑ спорт керменне шкулпа юнашар лартнӑ. Паянхи куна мӗнпур ӗҫӗн 95 процентне пурнӑҫланӑ. Кермене авӑн уйӑхӗ тӗлне хута ямалла. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑна кӑшт каярах уҫма палӑртнӑ.
Диана Иванова, Вадим Владимиров.