Сывлӑх енчен хавшак ачасене уйрӑмах тимлӗх кирлӗ

Вӗсене тантӑшӗсемпе хутшӑнма, пултарулӑхне аталантарма майсем туса пани пӗлтерӗшлӗ. Ҫак тӗллевпех Шупашкарта ыркӑмӑллӑх фестивалӗ иртрӗ. Ӑна "Мир добра" обществӑлла пӗрлешӳ йӗркелерӗ. 

Ыркӑмӑллӑх фестивальне ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ Трактор тӑвакансен культура керменне пухӑнчӗҫ. Вӗсемпе ӗҫлекен специалистсемпе педагогсем кунта 24 пултарулӑх кӗтесӗ хатӗрленӗ. Ачасем тӗрлӗ ӑсталӑха вӗренме пултарчӗҫ. Тӗслӗхрен, сӗтӗле сервировка тума хӑнӑхрӗҫ, ҫуртасем ӑсталарӗҫ, пластилинран ӳкерчӗксем турӗҫ. 14 ҫулти Дарья Кудряшова пуканесем питӗ юратать. Кунта та вӑл амӑшӗпе пӗрле теттесем тума вӗрентекен лаптӑкра чарӑнчӗ.

Фестивалӗн тӗп тӗллевӗ - сывлӑх енчен уйрӑлса тӑракан ачасене ыттисемпе пӗр тан туйма, аталанма майсем туса парасси. Кун пек ыркӑмӑллӑх фестивальне тӑтӑшах ирттереҫҫӗ. Йӗркелӳҫӗсем ҫакнашкал ӗҫ-пуҫӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине калаҫҫӗ. 

 


Диана Иванова, Игорь Ульянов