Сывлӑх енчен хавшак ачасене - уйрӑм тимлӗх

Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче хушма хутшӑну ыйтӑвӗсемпе регионсем хушшинчи конференци иртрӗ. Йӗркелекенӗсенчен пӗри -  Аня Чижова ячӗллӗ ыр кӑмӑллӑх фончӗ. Калаҫӑва сусӑр ачасемпе ӗҫлекен специалистсем, студентсем тата  ашшӗ-амӑшӗ хутшӑнчӗ. 

Аня Чижова ячӗпе хисепленекен ыр кӑмӑллӑх фончӗ тата Педагогика университечӗн психологипе шкул умӗнхи тата  тӳрлетӳллӗ педагогикӑпа психологи факультечӗ тӑваттӑмӗш ҫул пӗрле конференци йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал тӗл пулура йывӑр чирлӗ ачасене пулӑшассипе ҫыхӑннӑ кӑткӑс ыйтусене сӳтсе яврӗҫ, вӗсен пурнӑҫне ҫӑмӑллатма май паракан хальхи технологисемпе паллаштарчӗҫ, ӑсталӑх сехечӗсем ирттерчӗҫ. Аня Чижова ячӗпе хисепленекен фонд 10 ҫул Чӑваш Енри тата Мари Элти сусӑр  ачасемпе ӗҫлет. Кунта ырӑ чунлӑ, питӗ тимлӗ специалистсем тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑнах та чире пула хӑшӗ-пӗри хӑй тӗллӗн ҫӳреме, апатланма пултараймасть, килтен тухса ҫӳреме те чӑрмавлӑ. Вӗсемпе талӑкӗпех вӑхӑтне ирттерекен ашшӗ-амӑшӗ те нумай йывӑрлӑхпа тӗл пулать. Фондра тӑрӑшакансем ҫакнашкал ҫемьесене тӗрлӗ енлӗ пулӑшу кӳреҫҫӗ. Ҫакӑн пек конференцисен пӗлтерӗшӗ те калама ҫук пысӑк.

Уйрӑм тимлӗхре - йывӑр чирлӗ ачасемпе ӗҫлекен специалистсене тивӗҫлӗ пӗлӳ парасси. Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче логопедсене, дефектологсене тата психологсене хатӗрлеҫҫӗ. Пулас специалистсене  пӗрремӗш курсранах ҫак кӑткӑс ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене ӑша хывма пулӑшаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ашшӗ-амӑшне те тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Аслӑ шкулта хутшӑнусен ятарлӑ центрне йӗркеленӗ.

Специалистсем йывӑр чирпе аптӑракансен пурнӑҫне ҫӑмӑллатма пулӑшакан тӗрлӗ хатӗр шутласа кӑлараҫҫӗ. Сӑмахран, ятарлӑ айтрекер ачана куҫпа пӑхса планшетпа усӑ курма май парать. Унпа калаҫма тата хускалма пултарайманнисем пурнӑҫа хӑнӑхаҫҫӗ, выляҫҫӗ, хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне пӗлтереҫҫӗ. Ҫапла ача шкулта вӗренме, пӗлӳ илме тата ыттисемпе хутшӑнма пултарать. Ку вӑл килте кунӗпе ларакан ачасемшӗн - питӗ витӗмлӗ  пулӑшу. Ҫапла вӗсем хӑйсене кӑштах та пулин ыттисемпе тан туйма  пултараҫҫӗ. Паллах, ашшӗ-амӑшӗ те тӗпренчӗкӗсен ҫитӗнӗвӗсемшӗн хӗпӗртет. Фонда тепӗр ҫын нуши-инкекне чӗре ҫывӑхне илекен ҫынсемпе пӗрлех патшалӑх та тӗрев кӳрет. Ҫапла 2023-мӗш ҫулта Шупашкарта пурӑнакан арҫын ачана  ятарлӑ программӑпа Чӑваш Енре пӗрремӗш айтрекерпа тивӗҫтернӗ. Ыр кӑмӑллӑх фончӗ ыттисене те пархатарлӑ ӗҫе хутшӑнма сӗнет. Кашни пулӑшу сывлӑхӗпе хавшакраххисен кулленхи йывӑр пурнӑҫне кӑштах та пулин ҫӑмӑллатма май парать.  

Елена Дмитриева, Сергей Сорокин, Игорь Ульянов