Кӗркунне Чӑваш Енре пурӑнакансем Раҫҫей Патшалӑх Думин тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен ҫӗнӗ йышӗсене палӑртӗҫ. Суйлав виҫӗ куна тӑсӑлать, авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшчен. Халӑх сӑнав штабӗн ертӳҫи Елена Кузьмина палӑртнӑ тӑрӑх, сасӑлав мӗнле пынине асӑрхаса тӑрассине, унта хутшӑнакансен прависене хӳтӗлессине обществӑлла пӗрлешӳсен хастарӗсем пысӑк тӳпе хываҫҫӗ. Афганистанри вӑрҫӑ инваличӗсен организацийӗ тата республикӑри вӑрҫӑ, ӗҫ, хӗҫ-пӑшаллӑ ҫар, йӗрке хуралӗн ветеранӗсен Канашӗ те пӗрле ӗҫлеме хатӗррине килӗшӳ туса ҫирӗплетрӗҫ.
Екатерина Фомина, Вадим Владимиров








