Сусӑр ҫамрӑксене тата вӗсен ашшӗ-амӑшне ӗҫ тупма пулӑшаҫҫӗ

Ҫак тӗллевпе Шупашкарта "Путь героя" инклюзивлӑ форум иртрӗ. Ӑна Аня Чижова ыркӑмӑллӑх фончӗ Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрпа пӗрле йӗркелесе ирттерчӗ.

Ксения Боброва амӑшӗпе Шупашкара Етӗрне тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ. Мал ӗмӗтлӗ хӗр ӗҫ тупас тӗллевлӗ. Анчах та яваплӑ утӑм тӑвиччен, мӗн-пур информацие тишкермелле. Ҫак тӗллевпе Аня Чижова фончӗ йӗркеленӗ те форума. Ӗҫпе тивӗҫтерекен Центра та явӑҫтарнӑ. Тӗрлӗ компанисем сусӑрсем валли мӗнле вакансисем пурри пирки каласа пачӗҫ.

Сусӑрсен ашшӗ-амӑшӗ те вакансисемпе кӑсӑкланчӗ. Вӗсене те ӗҫ тупма ҫӑмӑл мар. Чӑн та, ыйту чылай. Чи ҫивӗччисене специалистсемпе пӗрле форум вӑхӑтӗнче сӳтсе яврӗҫ. Сывлӑхӗ енчен хавшак ҫамрӑксене хавхалантарас тесе тӗрлӗ ӑсталӑх урокӗсем те ирттерчӗҫ. Пухӑннисем социаллӑ реклама валли ятарлӑ плакатсем ӑсталарӗҫ. Психологпа та калаҫма май пулчӗ форума хутшӑннисен.

Ҫакӑн евӗр форум Чӑваш Енре пӗрремӗш хут иртрӗ. Усси куҫкӗрет. Инклюзивлӑ ӗҫ ярмӑркки вӑхӑтӗнче специалистсем 30 яхӑн ҫынна сӗнӳ-канаш пачӗҫ, вакансисемпе ҫывӑхрах паллашас текенсем те пулчӗҫ. Чӑн та, кун пек тӗл пулусем сусӑрсене хӑйсене обществӑра усӑллӑ пулма пултарнине туйма тата ҫӗнӗ професси алла илме май параҫҫӗ. Ҫавӑнпа та йӗркелӳҫӗсем ырӑ пуҫарӑва малалла та тӑсасшӑн.

Вероника Павлова, Вадим Владимиров