Чи малтанах Республика Пуҫлӑхӗн администрацийӗн ертӳҫи Вячеслав Борисов пухӑннисене Даниил Элменӗн (чӑн хушамачӗ Семенов) чӑваш автономи облаҫне туса хурассинчи, вӗрентӳпе культурӑна аталантарас ӗҫри тӳпи ҫинчен каласа пачӗ, вӑл тӑван халӑхӑн чӑн-чӑн патриочӗ пулнине палӑртрӗ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗпе Хӗрлӗ профессура институчӗ ҫитӗнтернӗ патшалӑх ӗҫченӗ малтан эссерсен, революци хыҫҫӑн сулахай эссерсен, 1918-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа коммунистсен йышӗнче тӑнӑ. Революци юхӑмне хутшӑннӑшӑн 1907 ҫулта 22-ри качча арестленӗ. 1907 ҫултан пуҫласа 11-мӗш ҫулччен тата 1914 ҫултан пуҫласа 17-мӗш ҫулччен ҫарта пулнӑ. 1920 ҫулта ӑна Чӑваш облаҫӗнчи Ревком, чӳк уйӑхӗнче ӗҫтӑвком ертӳҫине суйланӑ. 1921 ҫулта хресченсен пӑлхавне пула Элмене айӑпласа ӗҫрен хӑтарнӑ. Парти ӗҫченӗ пурнӑҫӗн вӗҫӗнче Чулхулари аслӑ шкулсенче политэкономи вӗрентнӗ, 46 ҫултах ӗмӗрлӗхе куҫне хупнӑ.
Марина Карягина, Михаил Солин