«Сухапуҫран пуҫласа ракета таран»

Ҫакӑн пек ятпа Тутарстанри Сиктӗрмере СССР музейӗ кӗҫех уҫӑлӗ. Халӗ унта ӗҫ вӗрет.

"Ҫӗнӗ Сувар" комплексри Совет Союзӗн 100 ҫулне халалланӑ парк ҫывӑхӗнче кермен пек капмар музей ҫурчӗ ҫӗкленет. Кунта хальхи ӑрушӑн курса тӗлӗнмелли чылай кӑсӑклӑ япала вырнаҫтарма палӑртнӑ. Аваллӑх лапамӗнче ҫӗр ӗҫченӗн ӗлӗкхи ӗҫ хатӗрӗнчен пуҫласа паянхи хӑватлӑ техники таранчченех пулӗ.

Ватӑ асаттесемпе асаннесем ҫеҫ ас тума пултаракан молотилкӑсем, йывӑҫ тата тимӗр сухасем, ҫурласемпе тӑпачсем тата ытти те. Музей куракана несӗлсен кулленхи пурнӑҫне сӑнласа ӗҫҫи вӑхӑтӗнчи паттӑрлӑхӗпе паллаштарӗ. Тӗрлӗ хатӗрпе пӗрлех ҫуракипе вырма ӗҫӗсене кӑтартакан сӑнӳкерчӗксемпе, видео сыпӑкӗсемпе паллашма пулӗ. Сӑмахран, жнейкӑпа мӗнле тырӑ вырнине паян сахал кам пӗлет.

Кунтах вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи "Полуторкӑпа" ытти ӗлӗкхи машинсем, тракторсем хатӗрлеҫҫӗ. Музей пурин кӑмӑлне те каймалла пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Туристсен комплексӗнче харӑсах тата темиҫе музейпа курав лаптӑкӗ хатӗрлеҫҫӗ. Вӑл шутра хӑйне евӗрлӗ лаша вити те пулать. Уяв лапамӗнче вара "Нарспи музейӗ" ҫӗкленет. 

Алексей Енейкин