Судпа айӑпланнисем саккун умӗнчи яваплӑха ятарлӑ центрта тытаҫҫӗ

Шупашкар районӗнчи Хурӑнлӑх ялӗнче иртнӗ ҫул вӗҫӗнче саккуна пӑснисен юсанмалли центрӗ уҫӑлнӑ. Вӑл айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн 1-мӗш колонийӗ ҫумӗнче ӗҫлет. 

Ку центр общежити пекех - пӗр уйрӑмлӑх кӑна пур: кунта ӗҫлесе юсанакан арҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем пурте йывӑр мар преступлени тунӑскерсем тата тӳрӗ ҫул ҫине тӑма шутланӑскерсем. Паянхи кун центрта 62 ҫын пурӑнать. Пӗтӗмпе вара 100 вырӑн йӗркеленӗ. Общежитинчи пекех кунта кухня, апатланмалли, ҫӑвӑнмалли пӳлӗмсем пур. Айӑпланнисем телевизор курма, кӗнекесем вулама пултараҫҫӗ. Вӗсем чӑх аш-какайӗ тирпейлекен предприятире ӗҫлеҫҫӗ. Александр Чернова 228-мӗш статьяпа - наркотик хатӗрленӗшӗн тата сутнӑшӑн явап тыттарнӑ. Малтан вӑл колонире пулнӑ, унтан ӗҫлесе юсанмалли пӗр центрта. Иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн вӗҫӗнчен кунта пурӑнать. 

Кунта Чӑваш Енрен кӑна мар, ытти регионтан та пур: Иваново, Свердловск тӑрӑхӗсенчен, Калмӑк республикинчен. Центрти йӗркене пӑсакана пӗччен лармалли камерӑна яраҫҫӗ. Хальлӗхе ун пек икӗ тӗслӗх пулнӑ. Ҫакӑн евӗр учрежденисем чылай регионта ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем пурнӑҫра йӑнӑш тунӑ ҫынсене тӳрӗ ҫул ҫине тӑма пулӑшаҫҫӗ. 

Ҫывӑх вӑхӑтра республикӑра ӗҫлесе юсанмалли тепӗр икӗ центр уҫма палӑртаҫҫӗ. Пӗри арҫынсем валли 50 вырӑнлӑ, тепри хӗрарӑмсем валли 60 вырӑнлӑ пулӗ.

Диана Иванова, Святослав Петров