Строительство объекчӗсенче те вирусран сыхланмалли йӗрке малта

Чӑваш Енри объектсенче ӗҫ чарӑнман, апла пулин те пурин те ҫирӗплетнӗ йӗркене пӑхӑнса ӗҫлемелле.

Паянхи кун республикӑри стройкӑсенче 4700 ҫын ӗҫлет,  тӗрлӗ материал туса кӑларакан предприятисенче тепӗр 500-е яхӑн. Раҫҫей строительство министерствипе Роспотребнадзор  ҫак тытӑмра тӑрӑшакансем коронавируспа ан аптӑраччӑр тесе ятарлӑ  йӗркене ҫирӗплетнӗ. Ҫавна май Чӑваш Ен пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Олег Николаев хушӑвӗпе яваплӑ ведомство рейдсене тухса ҫӳрет.

Алиса Александрова, Виктор Степанов