Строительсем професси уявне паллӑ тӑваҫҫӗ

Республикӑра 2024 ҫулта строительство отраслӗнче 23 миллиард ытла тенкӗлӗх тӗрлӗ ӗҫ тунӑ. Кӑҫал пурӗ 783 пин тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута яма палӑртнӑ. Паянхи кун тӗлне кӑтартусем аван. Професси уявӗ умӗн строительсене регион ертӳҫи Олег Николаев саламларӗ. 

Ҫурт ҫӗклекенсен ӗҫӗ йывӑр та яваплӑ. Патшалӑхран тӗрлӗ шайри пулӑшу илсе тӑракансене пахалӑхлӑ, шанчӑклӑ пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтермелле. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 2 ветеранне, сӑмахран, кӑҫал 7 миллион ытла тенкӗлӗх ҫурт-йӗр майӗсене лайӑхлатса панӑ. Нумай ачаллисем, сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшакраххисем умӗнче те яваплӑх пысӑк. 

Ӳсӗмсем курӑмлӑ. Чи пысӑк ыйтусенчен пӗрне - 2017-мӗш ҫул пуҫламӑшӗччен пурӑнма юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ ҫуртсенчен ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗре куҫарассине - маларах вӗҫленӗ. Халӗ ҫӗнӗ список йӗркелеҫҫӗ. Регион ертӳҫи ытти ҫитӗнӳсене те палӑртрӗ. 

Хӑйсен ӗҫӗнче палӑрнисене уявра Раҫҫей, республика шайӗнчи наградӑсемпе чысласа хавхалантарчӗҫ, малашне те кӑткӑс, анчах чунпа суйланӑ профессире ӑнӑҫу сунчӗҫ. 

 

Алиса Александрова, Вероника Павлова, Екатерина Янгалакова