90-мӗш ҫулсенчи йывӑр саманара республикӑри юсавпа ӗҫ учрежденийӗсене те ҫӑмӑл килмен. Ҫавна май 1991 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче 1-мӗш следстви изоляторӗ ҫумӗнче ятарлӑ ушкӑн йӗркелеме йышӑннӑ. Каярах ӑна "Страж" ят панӑ. Ҫулленех ҫак вӑхӑтра уҫӑ алӑк кунне ирттересси йӑлара. Тӗлпулӑва ӗҫре палӑрнисене тата служба ветеранӗсене чысланинчен пуҫларӗҫ. Маларах кунта ӗҫленӗ, ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ Дмитрий Козлов ҫемйине Паттӑрлӑх орденне пачӗҫ, ун ячӗпе асӑну хӑми уҫрӗҫ. "Страж" ушкӑнӑн час-часах хӑрушлӑхпа куҫа-куҫӑн тӑма тивет. Хӑнасем килнӗ кун вӗсем хӑйсен хатӗрленӳ шайне тӗрлӗ енлӗн кӑтартса пачӗҫ.
Алиса Александрова








