СССР музейне кӑҫал тӗпрен ҫӗнетнӗ. Йӗри-тавра тирпей-илем кӗртсе ҫурт тӑррине, залсене юсанӑ, ҫӗнӗ уйрӑмсем йӗркеленӗ. Пӗтӗмпе 2 миллион тенкӗ тӑккаланӑ. Ҫапла майпа курав лаптӑкӗ те 3 хут ӳссе 300 тӑваткал метра ҫитнӗ. Ҫӗнӗ зала вара Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче туса кӑларнӑ электротехника аппарачӗсемпе приборсене халалланнӑ. Кунта тӗрлӗрен радиоприемник, магнитофон, фотоаппарат, ҫӗвӗ машинисем, шутлавпа виҫе хатӗрӗсем, хӗвел ҫутипе ӗҫлекен калькуляторсем тата ытти те.
Ҫак пуянлӑха Николай Михайлович ырӑ ҫынсем пулӑшнипе пухнӑ. Экспонатсен йышӗнче тӗрлӗ вӑхӑтра кӑларнӑ компьютерсем те чылай. Вӗсене пухас ӗҫре Николай Адёра Улатӑрта ҫуралса ӳснӗ Владимир Орлов пулӑшнӑ. - Кашни хатӗрӗн хӑйӗн кӑсӑклӑ шӑпи, - тет вӑл.
Музей директорӗ Николай Адёр халӗ Совет армийӗпе ҫар мухтавӗн музейне тӑвать. Ҫӗнӗ зала Аслӑ ҫӗнтерӳ юбилейӗ тӗлне уҫма палӑртнӑ.
Алексей Енейкин, Виктор Степанов