Валерий Яковлев нумай пулмасть, ӗмӗрне халалланӑ чӑваш театрӗн ушкӑнӗпе пӗрле 85 ҫулхи ҫавра ҫулне паллӑ турӗ. Умӗнче ҫӗнӗ ӗмӗтсем, пархатарлӑ тӗллевсемччӗ. Анчах та, вӑхӑт шелсӗр, хӑйӗннех тӑвать. 60 ҫул ырми-канми, чунне парса вӑй хунӑ театр сцени ҫинченех куракансем Валерий Николаевича юлашки ҫула ӑсатаҫҫӗ.
Валерий Яковлев Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ачалӑхӗ вӑрҫӑ вӑхӑтне лекнӗ. Ҫитӗнсен Мускавра театр ӑсталӑхне алла илсе пултаруллӑ ҫамрӑк Шупашкарта чӑваш театрӗн тин ҫеҫ уҫӑлнӑ ҫӗнӗ ҫурчӗн сцени ҫинче пӗрремӗш утӑмсем тунӑ. Артист ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ вӑхӑтрах ятарласа режиссера вӗренсе тухнӑ. Умлӑ-хыҫлӑ 100 ытла спектакль калӑпласа тӑван халӑх культурине ҫӗнӗ шая ҫӗкленме пулӑшнӑ.
Пултаруллӑ сцена ӑсти 34 ҫул пӗр улшӑнми Чӑваш театрӗн илемлӗх ертӳҫинче тӑрӑшнӑ. Пултарулӑхри ҫитӗнӗвӗсене кура икӗ хут
Чӑваш тата Раҫҫей патшалӑх премийӗсен лауреачӗ пулса тӑнӑ. Ҫӗршывр чи сумлӑ театр премине "Ылтӑн маскӑна" тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех ӑна Шупашкар хулипе Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ ятсем парса чысланӑ.
Валерий Яковлев чӑваш театрне аталантарнӑ май Мускавпа Ленинград институчӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытса пулас артистсем валли тӗллевлӗ студисем йӗркелессинче вӑй хунӑ. Хисеплӗ вӗрентекен вуншар ҫамрӑка пил парса аслӑ сцена ҫине кӑларнӑ.
Чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлне театртах гаражданла панихида туса Хмельницки урамӗнчи масарта хисеплӗ ҫынсемпе пӗр ретре пытарчӗҫ.
Алексей Енейкин, Наталия Егорова, Виктор Степанов