Паянхи куна республикӑри спорт пӗрлешӗвӗсенче 64 ҫултан аслӑрах 68 тренер вӑй хурать. Вӗсем ҫамрӑк специалистсен ӑсталӑхне ӳстерессине пысӑк тӳпе хываҫҫӗ. Спортпа туслӑ пулса ҫитӗнекен ӑрӑва тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Паянхи куна республикӑри аслӑ ӳсӗмрисен 33 проценчӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнать. Ҫулсерен регионта пенсионерсен Спартакиадине йӗркелеҫҫӗ. Пӗлтӗр унта 23 округри 230 атлет хутшӑннӑ. Пӗтемлетӳ тӑрӑх Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ ушкӑнне йӗркеленӗ. Вӗсем вара ҫӗршыв шайӗнчи ӑмӑртура иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Владимир Гордеев, сӑмахран, Элӗк тӑрӑхӗнчи ачасене бокса явӑҫтарассипе ҫур ӗмӗре яхӑн вӑй хурать. Ҫак вӑхӑтра сахал мар чемпион ҫитӗнтернӗ. Хӑй те вӑл "спорт мастерӗ" ята тивӗҫнӗ.
Тӗл пулӑва 65 ҫултан аслӑрах 24 ветеран хутшӑнчӗ. Вӗсем республикӑри спорта аталантарассипе хӑйсен шухӑшне палӑртрӗҫ, кӑсӑклантаракан ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Ветерансене кадрсем ҫитменни пӑшӑрхантарать, ҫавӑн пекех футбол енӗпе хӗр ачасен командине чӗртсе тӑратасси пирки калаҫрӗҫ. Сергей Артамонов кӑҫал кӑна регионти спорт аталанӑвне 3 миллиард тенкӗ хывнине пӗлтерчӗ.
Сергей Артамонов пухӑннисене нумай ҫул физкультурӑпа спорт тытӑмӗнче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тав турӗ, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Хисеп хучӗсене парса чысларӗ.
Оксана Верликова, Павел Иритков








