Спортпа туслӑ кондитер-хӗр

Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче - Раҫҫейре предприниматель кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Уяв умӗн эпир регион экономикине аталантаракан усламҫӑсемпе паллаштарас тетпӗр. Вӗсенчен пӗри - спортпа туслӑ, ҫирӗп хул-ҫурӑмлӑ кондитер-хӗр. Юлия Ефремова бодибилдинг енӗпе иртекен ӑмӑртусенче тӑтӑшах ӑсталӑхӗпе палӑрать, ҫав хушӑрах харпӑр хӑй ӗҫне тытса пырать. 

Тренер кашни утӑма сӑнать. Бодибилдингра ҫирӗп чунлисем тата мал ӗмӗтлисем кӑна тытӑнса тӑраяҫҫӗ. "Тата ку хӑйнеевӗрлӗ илем", - хушса хурать Юля. Малтанах : "Пулать-и, пулмасть-и", - тесе иккӗленсе хӑтланса пӑхас тесе шутланӑ вӑл. Мӗншӗн тесен тренер умӗнчи пысӑк яваплӑх та ҫакӑ. Халӗ вӗрентекенӗ унра пулас спорт мастерӗн кандидатне курать. Тренировка хыҫҫӑн спортсмен тӳрех кондитер цехне васкать. Ӗҫе илнӗ специалистсем пуррине кура мар, хӑй те тортсем пӗҫерет. 

Кун каҫипе амӑш тивӗҫне пурнӑҫланӑ, каҫсерен-ҫӗрлесерен пылак ҫимӗҫ пӗҫернӗ. Пӗрремӗш сутлӑх торчӗ юлташ хӗрӗ валли пулнӑ. 

Компание чи малтан Наталия Лазарева вырнаҫнӑ, кондитер ӑна кулинари ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса панӑ. Халӗ Юлия Ефремова пылак ҫимӗҫ пӗҫерес ӗҫне кӑна мар, кафе те тытать. Кун пирки вӑл 7 ҫул каяллах ӗмӗтленнӗ. Пӗчӗк цехран усламӑн тепӗр шайне куҫасси - кӑткӑс, анчах ҫав тери пӗлтерӗшлӗ утӑм пулнӑ уншӑн. Апат-ҫимӗҫ хатӗрлес туртӑмӗ ачаранах аталаннӑ. Кукамӑшӗпе пӗрле вӑл кукӑль пӗҫернӗ. "Ытти ҫимӗҫ хушшинче торт суйлани пылак юратнӑран" , - тет. Паян Юлия Ефремаван ӗҫ тӗпелӗнче тӗрлине пӗҫереҫҫӗ. Хӑй пылак ҫини пирки ыйтсан: "Виҫине пӗлсе сӑйланни спорт йӗркине пӑсмасть, ҫавӑнпа та хама чармастӑп", - тесе хуравлать. 

Алиса Александрова, Надежда Давыдова, Михаил Солин