"Советская Чувашия" хаҫат ирттернӗ "Ҫак куна эпир ҫывхартнӑ пур вӑйран" викторина пӗтӗмлетӗвӗсем паллӑ

Ӑна Аслӑ ҫӗнтерӳпе Чӑваш Ен автономийӗн юбилейӗсене халалланӑ. Конкурс ҫӗнтерӳҫисене Наци музейӗнче чысларӗҫ.

ӑрҫӑ историйӗпе ҫыхӑннӑ викторинӑна республикӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Александр Вражкин пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ. Иртнӗ ҫул Ҫӗнтерӳ диктантне ӑнӑҫлӑ хутшӑннӑ хыҫҫӑн вӑл хӑй те ҫакнашкал конкурс хатӗрлеме шут тытнӑ. Вӑрҫӑра палӑрнӑ чӑвашсемпе тата Республика тулашӗнчи ентешсемпе, ҫавӑн пекех ҫапӑҫури ытти фактсемпе ҫыхӑнтарса тест евӗр 32 ыйту хатӗрленӗ. "Советская Чувашия" хаҫатпа пӗрле викторина йӗркеленӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн ыйтусене изданире те, интернетра та вырнаҫтарнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче 18 ҫын. Кашнине валли диплом тата парне хатӗрленӗ.

 

Алексей Енейкин, Дарья Паскарюк, Вадим Владимиров