Пухӑннисем Андриян Григорьевичӑн вил тӑприйӗ ҫине чечексем хучӗҫ. Мухтавлӑ ентешӗмӗр ячӗ ӗмӗрех халӑх асӗнче пулӗ.
Андриян Николаев 1929-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Унăн ашшӗ-амӑшӗ колхозра ӗҫленӗ. Ачалӑхӗ вӑрҫӑ ҫулӗсемпе пӗр килнӗ, ҫавна май нуши-тертне сахал мар курнӑ. Мӗн пӗчӗкрен чун ҫирӗплӗхӗпе, ҫав вӑхӑтрах сӑпайлӑхӗпе палӑрнӑ Андриян. Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техникумӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Карелире вӑрман хатӗрленӗ ҫӗрте вӑй хунӑ. Салтака кайса килнӗ, унтан авиаци енӗпе вӗренме кайнӑ. Шуршӑл каччине совет космонавчӗсен пирвайхи отрядне илнӗ.
1-мӗш хут тӗнче уҫлӑхне Андриян Николаев 1962-мӗш ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче парӑнтарнӑ. "Восток 3 " караппа çӗр чӑмӑрӗ тавра 64 хутчен ҫаврӑннӑ. Николаевпа пӗр вӑхӑтрах „Восток- 4“ караппа Павел Попович вӗҫсе хӑпарнӑ. Ҫакӑ ушкӑнлӑ пӗрремӗш вӗҫев шутланнӑ. Иккӗмӗш хут Андриян Николаев тӗнче уҫлӑхне 1970-мӗш ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче вӗҫнӗ. Хальхинче вăл „Союз-9“ карапа тытса пынă, 17 талӑк космосра ирттернӗ. Ку вӗҫев ун чухне вӑхӑчĕпе рекорд шутланнӑ. Хӑйӗн малашнехи пурнӑҫне те космонавтсене хатӗрлессине халалланӑ Андриян Николаев. Тӑван тӑрӑхпа вӑл ҫыхӑну татман, Чӑваш Ене килсех тӑнӑ. Унӑн чӗри 2004-мӗш ҫулта утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарта тапма чарӑннӑ. Ӗмӗрлӗх канлӗх чăваш кӑйкӑрӗ тăван ялĕнче тупнă. Пирĕн ентеш ятне тĕнчипех пĕлеççĕ, çĕршыври чылай хулари урамсене, парксене ун ятне панă, ăна халалласа палăксем лартнă.
Екатерина Фомина








