Социаллӑ центрсенче ачасене вӑхӑтлӑх хӑвармалли ушкӑнсем ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ

Республикӑри демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатас тӗллевпе ҫемьесене тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхпа тивӗҫтереҫҫӗ. Наци проекчӗпе килӗшӳллен Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи ҫемье центрӗнче ачасене вӑхӑтлӑх хӑвармалли ушкӑн тата ача япали тара памалли пункт йӗркеленӗ. 

Ҫакнашкал пулӑшу уйрӑмӗсем ӗҫлеме пуҫланӑранпа 5 уйӑх ҫеҫ иртнӗ пулин те, ҫемьесем хушшинче вӗсем ырӑ ят ҫӗнсе илме ӗлкӗрнӗ. Ачасене вӑхӑтлӑх хӑвармалли ушкӑнпа хальлӗхе 100 яхӑн йыш усӑ курнӑ. Кунта ҫулталӑкран пуҫласа 4 ҫулчченхи пепкесене йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене эрнере икӗ хутччен 3 сехет таран хӑварма пулать. Ачасемпе педагог-психолог ӗҫлет: шӑпӑрлансене выляттарать, тӗрлӗ хӑнӑхтару тума вӗрентет. Ҫакӑн валли хатӗрсемпе теттесем ҫителӗклӗ. Ҫавӑн пекех специалиста ача патне киле те чӗнме май пур. 

Дмитрийпа Яна Вараксинсен хӗрӗ Даяна 2 ҫул та 5 уйӑхра. Хӗр пӗрчи ку ушкӑна хаваспах ҫӳрет. Педагог та уншӑн ҫывӑх ҫын пулса танӑ. Ҫамрӑксемшӗн ачана вӑхӑтлӑх шанса хӑвармалли вырӑн пурри питӗ пӗлтерӗшлӗ.

Шупашкарти Щекуринсем - нумай ачаллӑ ҫемье. Вӗсем виҫӗ ывӑл ҫитӗнтереҫҫӗ. Кӗҫенни Павел ҫулталӑк ҫурӑра анчах. Ача япалисен прокачӗ пирки пӗлсен вӗсем ҫак ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма шут тытнӑ. Ку пунктра 3 ҫулчченхи ачасем валли вӑхӑтлӑх тӗрлӗ япала илме пулать. Вӑл шутра: кӳме, автокреслӑ, ҫунашка, теттесем тата ытти те. Хальлӗхе ку пулӑшупа 119 ҫемье усӑ курнӑ. 

Кӑҫал республикӑри халӑха социаллӑ пулӑшу паракан 10 учрежденире ачана вӑхӑтлӑх хӑвармалли ушкӑнсем тата прокат пункчӗсем уҫӑлнӑ. Вӗсенчен 4-шӗ Шупашкар хулинче вырнаҫнӑ.

Оксана Верликова, Виктор Степанов