Симӗс ылтӑн туса илессине аталантарма пӗтӗм май пур халӗ

Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнчи компетенци центрӗнче хӑмла тӗпчекен лаборатори уҫӑлчӗ. Ун ӗҫӗпе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашрӗ. 

Чӑваш Ен "симӗс ылтӑнӑн" ырӑ ятне тавӑрассипе тӗллевлӗ ӗҫлет. Ҫулталӑк каялла Аграри университетӗнче Компетенци центрӗ туса хунӑ. Ӑна валли регион Правительстви 30 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ, ҫак укҫана хӑмла хунавне ӗрчетме тата лаборатори йӗркелеме усӑ курнӑ. Унашкалли Раҫҫейӗпе урӑх ҫук, тесе палӑртрӗ Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Лабораторие хальхи йышши хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ.

Чи малтан кунта "Подвязный" сорта тишкернӗ. Ку кӑткӑс ӗҫ, час пулмасть, - теҫҫӗ специалистсем. Малтан ДНК уйӑрса илмелле, ӑна тӗпчемелле, праймерпа танлаштармалла. 

Хӑмлан генетика паспорчӗ ӑна туса илекенсене те, сӑра вӗретекен предприятисене те кирлӗ. Паха чӗр тавартан кӑна лайӑх продукци илме пулать. Чӑваш хӑмли паянхи кун ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне саланать. Ку е вӑл сорт тасалӑхне ҫирӗплетме пултарсан - ахӑртнех, ӑна ыйтакансен йышӗ те ӳсӗ. 

Лабораторире халӗ ин-витро технологие те тӗпчеҫҫӗ. Пробиркӑра ҫитӗнтернӗ хӑмла чир-чиртен таса пулӗ, ҫакӑ тухӑҫлӑха ӳстерме пулӑшмалла. Сӑмах май, ҫакнашкал майпа илнӗ хунавсене питомнике лартнӑ та ӗнтӗ. Компетенци центрӗн тӗллевӗсем пысӑк. Ҫитес икӗ ҫулта кунта республикӑри хуҫалӑхсенче ӳсекен хӑмла пахалӑхне тӗпчес, сӑра завочӗсем килӗштерекен сортсен генетика паспорчӗсене хатӗрлес тӗллевлӗ. 

Екатерина Фомина, Виктор Степанов