Чӑвашсен ушкӑнӗнче - Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле тата Муркаш округӗсенчи шыравҫӑсем, пурӗ 16 ҫын. Пӗтӗмӗшле вара "Анӑҫ фронтӗнче" ҫӗршыври 39 регионтан пуҫтарӑннӑ 550 ҫын. Ҫарпа истори экспедицийӗ Калуга облаҫӗнчи "Зайцева гора" текен вӑрҫӑ кӗрленӗ вырӑнта ӗҫлет. Ку тӑрӑхран Варшава ҫулӗ лайӑх курӑннӑ. Ҫавӑнпа та ҫапӑҫусем те хӗрӳ пынӑ.
Хӑрушӑ тытӑҫусенче вилнӗ салтаксен шӑмми-шаккине вара шыравҫӑсем халӗ те тупаҫҫӗ. Кунтан инҫех мар, Подберезье ялӗнче 42-мӗш ҫулта хыпарсӑр ҫухалнӑ чӑваш салтакӗн медольонне тупнӑ. Ун ӑшӗнче упраннӑ хут ҫинче хӗрлӗ армеецӑн ячӗ-шывӗ лайӑхах вуланнӑ. Вӑл Канаш тӑрӑхӗнчи Ҫатӑрка Ҫырми ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Матвеев Павел Матвеевич пулни палӑрнӑ.
Салтак 33 ҫулта пулнӑ. Килӗнче ӑна Татьяна мӑшӑрӗ 5 ачипе кӗтнӗ. Халӗ, 84 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн чӑваш салтакӗн медальонӗ тӑван тӑрӑха таврӑнӗ. Ӑна уйрӑм хуҫалӑх пахчинче хӑмла ҫырли хушшинче тупнӑ. Ун таврашӗнче вара нимле шӑмӑ та, салтак хатӗр-хӗтӗрӗ те пулман.
Алексей Енейкин








