Карапсен "ташшипе" киленме юханшыв портне халӑх йышлӑ пухӑнчӗ. Навигаци пуҫланни Атӑл хӗрринче пурӑнакансемшӗн яланах уяв пулнӑ. Ӑмӑр ҫанталӑк та кӑмӑла пӑсаймарӗ. Хула ҫыннисем ҫыран хӗрринче концертпа киленнӗ вӑхӑтра экипажсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартма хатӗрленчӗҫ. Уява виҫӗ "Волгарь" тата "К-884" буксир хутшӑнчӗҫ. "КАшка" Шупашкар портӗнче 2018-мӗш ҫултанпа тӑрать. Карап штурвалӗ умӗнче - Евгений Петров. Портра 40 ҫул ытла тӑрӑшать. Шыв ҫинче ташӑ лартас шухӑша вӑл ырласа йышӑннӑ.
Чи аслӑ "Волгарь" штурвалне чи ҫамрӑк капитан тытса пырать. Евгений Лазарев - юханшыв ӗҫченӗсен йӑхӗнчен. Унӑн ашшӗ Анатолий Пантелеймонович флотра тӑрӑшнӑ, ывӑлне час-часах пӗрле илсе ҫӳренӗ. Халӗ вӗсем пӗр ушкӑнра. Капитанӑн мӑшӑрӗ Нина та кунта диспетчерта ӗҫлет. Евгений Лазаревӑн ывӑл ӳсет, вӑл ашшӗ капитан пулнипе мӑнаҫланать. Владимир Романов капитан-механик вара "Волгарь-17" теплоход ҫинче 2002-мӗш ҫултанпа ӗҫлет.
"Волгаре" тытса пыма ҫӑмӑл мар: ҫил, хум, юхӑм пуррине шута илмелле. Теплоходсем ташша тухсан хӗвел те йӑл кулчӗ, асамат кӗперӗ те курӑнчӗ. Экипажсен ӑсталӑхӗ пухӑннисене тӗлӗнтерчӗ те, савӑнтарчӗ те.
Карапсем пӗр сезонта 100 пин тонна таран тӗрлӗ тиев турттараҫҫӗ. Навигаци уҫӑлнӑ май вӗсен хӗрӳ ӗҫ пуҫланчӗ. Кӗҫех вара Шупашкар портӗнче шыв транспорчӗпе ҫула тухас текенсене те йышӑнма пуҫлӗҫ.
Диана Сафонова, Антонина Капитонова, Денис Афанасьев








