Уявра 2025-мӗш ҫулта Чӑваш Ене миллион ҫурӑ турист килсе курнине палӑртрӗҫ. Ку вӑл республикӑра пурӑнакансен пӗтӗмӗшле йышӗнчен те ытларах. Хӑнасене вара Шупашкарпа кӑна мар, регионти пӗчӗк хуласен историйӗпе, хӑйнеевӗрлӗхӗпе, чӑваш йӑли-йӗркипе паллаштарас килет. Пурӗ композицире 9 объект пулмалла. Шухӑшсене пурнӑҫа кӗртме Питӗрти ӑстасене явӑҫтарнӑ. Тухьяна ытти скульптура пекех бронзӑран туса ылтӑн тӗспе илемлетнӗ. Йӑлана кӗнӗ кӗмӗл тенкӗсем те хӗвел тӗсне илнӗ.
Галерея уҫӑ тӳпе айӗнчи музей пекех. Проект авторӗсем ӑна Атӑл ҫыранӗнче вырнаҫнӑ 7 хулана халалланӑ. Арт-объектсем юханшывӑн Чулхуларан пуҫласа Хусана ҫитичченхи ҫул-йӗрне евӗрлеҫҫӗ.
Пӗлтӗр пикеннӗ ӗҫе 2028-мӗш ҫулта вӗҫлесшӗн. Ун чухне шӑпах малтан пристань шутланнӑ юханшыв порчӗ порт пек ӗҫлеме пуҫланнӑранпа 60 ҫул ҫитӗ. Кӑҫал Шупашкарта пурӑнакансемпе хӑнасем валли тепӗр 2 скульптура хатӗрлеҫҫӗ. Тухьяпа пӗрле ачасене выляма карапри хӑйӑр купи парне пулчӗ. Унӑн тӑршшӗ 20 метр.
Алиса Александрова, Денис Афанасьев








