Татьяна Иванова 63-мӗш шкулта кӗҫӗн классене пӗлӳ парать. Унӑн ӗҫ стажӗ 30 ҫула яхӑн. Конкурса пуҫласа хутшӑнать. - Ачасене тата хамӑн ӗҫе юратни хавхалантарчӗ, - тет Татьяна Николаевна пире хӑй ҫырнӑ сӑвӑ йӗркисемпе паллаштарнӑ май. Кашни кунах урок ирттерет пулин те, пӑлханнине пытармасть вӗрентекен.
Муниципалитет тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ учитель республика шайӗнчи конкурса хутшӑнӗ.
Вӗрентекенсем уҫӑ урок ирттерчӗҫ, 20 минут пычӗ вӑл. Ҫавӑн пекех шкул ачисемпе калаҫу йӗркелерӗҫ. Экологи, патриотизм, ҫемьери йӑла-йӗрке пирки сӑмах пычӗ унта. Кашнин ӗҫне тӳресем хак пачӗҫ. Вӗсен йышӗнче пысӑк опытлӑ педагогсем, конкурсӑн иртнӗ ҫулсенчи ҫӗнтерӳҫисем пулчӗҫ. Ирина Казакова 39-мӗш шкулта технологи вӗрентет. - Хама тӗрӗслес, ыттисен ӗҫӗпе паллашас килчӗ, - тет вӑл.
Шупашкарти 11-мӗш шкулта тӑрӑшакан Кирилл Чуркин та конкурса професси ӑсталӑхне ӳстерес тӗллевпе хутшӑнать. Педагогикӑра вӑл 15 ҫул, вӗсенчен тӑватӑ ҫулне пуҫламӑш классемпе ӗҫлет. Тупӑшӑва Кирилл Иванович тӑрӑшса хатӗрленнӗ, 65-мӗш шкулти ачасемпе литература вулавӗ ирттерчӗ. Ӑна вӗренекенсем хастар пулни, предмета пӗлни савӑнтарчӗ. Конкурс ҫӗнтерӳҫи ыран паллӑ пулӗ.
Надежда Александрова, Виктор Степанов