Шупашкарти шкулсенче вӗренекенсем каникула «Финансия» ҫӗршывӗнче ирттерчӗҫ

Пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксен "Эткер" центрӗнче "Финансия" ҫӗршывӗ" ятлӑ профиллӗ смена ӗҫлерӗ. Тӗп хулари тӗрлӗ шкулсенче вӗренекенсем унта ӑсталӑх урокӗсене хутшӑнчӗҫ, хӑйсен проекчӗсене экспертсем умӗнче хӳтӗлерӗҫ. Финанс министрӗпе Михаил Ноздряковпа та тӗл пулчӗҫ. 

Ачасем ҫулӗсене кура мар бизнесра ҫаврӑнӑҫуллӑ та пуҫаруллӑ -инвесторсене илӗртме те пултараҫҫӗ. Вӗсем 5 кун финанс ыйтӑвӗсене тӗпчерӗҫ. Кредит, инвестици ӑнлавсем мӗне пӗлтернине, пуҫламӑш капитала ӑҫта тупмаллине, харпӑр хӑй ӗҫне мӗнле пуҫарса ямаллине шкул ачисем халӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ. Сменӑна 7-9-мӗш классенчи 28 вӗренекен хутшӑнчӗ. Кашниех бизнес-проект хатӗрлерӗ. 

Надежда Александрова, Димитрий Макаров