Шупашкарти шкул ачисене Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунисен паттӑрлӑхӗ пирки каласа кӑтартаҫҫӗ

Пысӑк стройкӑна Чӑваш Енри ӗҫлеме пултаракан халӑхӑн пӗрре виҫҫӗмӗш пайне янӑ. Кунсерен, шартлама сивве пӑхмасӑр окопсемпе траншейӑсем чавма 110 пине яхӑн ҫын тухнӑ. Ҫакӑн пирки каласа пачӗҫ те вӗрентекенсем шкул ачисене.

Историри пӗлтерӗшлӗ пулӑмсене аса илсе тишкернисӗр пуҫне биологи урокӗнче ачасем окопсем чавнӑ вырӑнти тӑпрана тӗпчерӗҫ. Хаяр вӑрҫӑ кашни ҫемьешӗн инкеклӗ пулнӑ. Вӑйпиттисем алла пӑшал тытнӑ, тылри хӗрарӑмсемпе ватӑсен, ачасен хул пуҫҫийӗсем ҫине асаплӑ ӗҫ тиеннӗ. Кашни шкул ачин ҫемйин хӑйӗн историйӗ. Ун пирки вӗренекенсем мӑнаҫланса каласа параҫҫӗ.

 

Алиса Александрова, Екатерина Храмкина, Семён Антонов